Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Александр Протаповича спорта юратакансем пӗлеҫҫӗ. Ҫамрӑк спортсмен чылай ҫитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ.
Александр — хоккейҫӑ. «Сокол-96» командӑра выляканскер, халӗ Хусанти «Барс» командӑра тапӑнакан, Раҫҫейӗн ҫамрӑк хоккеистсен пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Ҫак команда Канадӑпа вылӗ. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, команда валли 34 хоккеиста суйланӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — хапхаҫӑ, 14-шӗ — хӳтӗлекен, 17-шӗ — тапӑнакан. Александр Протапович Канада командипе тапӑнаканра вылӗ.
Александр 19 ҫулта кӑна-ха. Кӑҫалхи сезонра вӑл «Ак Барс» хоккей лигин клубӗшӗн темиҫе матч вылянӑ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Леонид Якубович ертсе пыракан «Асамлӑх уйӗ» 25 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Надежда Андреева та хутшӑннӑ. Чӑваш Енри педагог хӑйӗн ӑсӗпе тӗлӗнтернӗ.
Чӑвашран кайнӑ хӗрарӑм финала тухса супер-вӑйӑна выляса илме пултарнӑ. Надежда Андреева малтан саспаллисене каланӑ та унтан сӑмаха пӗлнӗ.
Вӑл Леонид Якубовича Чӑвашран илсе килнӗ парнесемпе те савӑнтарнӑ. Унтан Надежда Андреева финала тухса супер-вӑйӑ выляма килӗшнӗ. Вӑл 800 очко пухса смартфона тивӗҫнӗ.
Супер-финалта та пирӗн ентеш ӑсӗпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл тӗп сӑмаха пӗлсе килти кинотеатр выляса илнӗ. Ҫапла вӑл тӑван тӑрӑха парнесемпе таврӑннӑ.
Чӑваш Енри тӑватӑ хаҫат федераци шайӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен йышне кӗнӗ.
Вӗсем — Елчӗк районӗнчи «Елчӗк ен», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани», Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатсем.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен йышне медиарынокра 5 ҫултан кая мар ӗҫлекен, РФ тата МИХсен саккунне пӑсман хаҫатсемпе журналсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен йышне халӑх килӗштерекен, сусӑрсен, наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатакан, экстремизмпа кӗрешекен хаҫат-журнал кӗрет.
Ҫак массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ача-пӑчапа тата ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем патриотлӑх воспитанине, ҫемье ыйтӑвне, йӑла-йӗркене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче инкек пулнӑ. Унта амӑшӗ хӑйӗн ачине вӗлернӗ.
ЧР Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑри ачана вӗлерме пултарнӑ хӗрарӑма, арҫын ача амӑшне, тытса чарнӑ.
Ку пӑтӑмрах юпан 22-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Унран ыйтса пӗлнӗ чухне ҫакӑ ҫиле тухнӑ. Хӗрарӑм ачан сӑмсине тата ҫӑварне аллипе хупласа сывлама паман. Ача пӳлӗнсе вилнӗ.
Хӑй амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача чылай вӑхӑт макӑрнӑ, лӑпланайман. Ку ӗҫе следстви органӗсем тӗплӗ тишкерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре хӗсмете кайма ҫулпа тивӗҫ ҫамрӑксен сывлӑхне тишкернӗ. Анчах сӑмахӗ пурин пирки те пымасть. 17 ҫултисем пирки. Яш-кӗрӗмӗн сывлӑхне кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӗрӗсленӗ.
Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ каччӑсенчен 70 проценчӗ кӑна ҫара кайма пултарать. Ыттисен сывлӑх начар. Мӗнпе чирленине те тухтӑрсем пытармаҫҫӗ. Вунҫиччӗри каччӑсем ытларах чух юн ҫаврӑнӑшӗн органӗсем начар ӗҫленипе аптӑраҫҫӗ. Психика чирӗсем те хальхи ҫамрӑксене аптӑратаҫҫӗ. Шӑмӑ чирӗсем те яшсемшӗн ют мар. Вар-хырӑм чирӗ те вӗсене аптӑратать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин амӑшӗсемпе ачисене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова пӗлтернӗ.
Ҫара кайма юрӑхлӑ каччӑсем йышлӑ районсене те асӑннӑ. Кунта Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӑрмар районӗнче, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлисем самай.
Халӗ ӗлӗкхи пек мар: 5 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесем — сайра тӗслӗх. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара нумаях пулмасть Милена ятла хӗрача кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьери 9-мӗш ача.
Павловсен ҫемйинче пиллӗкмӗш хӗрача ҫуралнӑ. Ыттисем — арҫын ачасем. Милена иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Милена 5 килограма яхан ҫуралнӑ. 57 сантиметр ҫӳллӗш пулнӑ вӑл — чӑн-чӑн пӑхаттир.
ЗАГС ӗҫченӗсем Герман Германовичпа Лариса Леонидовнӑна ачасене воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ. Ашшӗ вара ыттисен вӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ.
Чӑваш Енре чемпионсен ретне тепӗр ҫын тӑнӑ. Вӑл ҫамрӑк-ха, 12-ре ҫеҫ. Арҫын ача Мускав ҫывӑхӗнче сусӑрсен хушшинче лаша спорчӗ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Аркадий Давыдов Даун синдромӗпе аптӑрать. Унӑн тусӗ пур — Лидуси ятлӑ лаша. Вӑл лаша утланса чупассипе виҫӗ уйӑх кӑна кӑсӑкланать. Анчах палӑрма та ӗлкӗрнӗ вӑл.
Кӑҫал Мускав ҫывӑхӗнчи Котельники хулинче иртнӗ ӑмӑрту — юбилейлӑ. 10-мӗш хут йӗркеленӗ ӑна. Унта Раҫҫейри 250 пӗчӗк спортсмен тупӑшнӑ.
Лашапа туслашни — хӑйне евӗр терапи. Малтанах Аркадий та лашапа сипленес тӗллевпе туслашнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑр чирлӗ ачасем валли иппотерапи пӗрремӗш ҫул ҫеҫ ӗҫлемест. Лаша чирлӗ ачасен мышцисене ҫирӗплетме пулӑшать-ҫке.
Халӗ Аркадишӗн диагнозӗ — приговор мар. Вӑл тренировкӑсене пӑрахӑҫласшӑн мар. Аллинче савӑнса тытакан кубок уншӑн юлашки пулмасть ахӑртнех.
Юпа уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта 16 ҫул тултарман хӗрсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртура пирӗн ентешсем палӑрма пултарнӑ.
Чемпионат ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри 38 регионти 237 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем 11 виҫе категорийӗнче медальсемшӗн кӗрешнӗ.
Командӑсен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чӑваш спортсменӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Кемӗр облаҫӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне вара — Хакас Республики.
Пирӗн республика чысне хӳтӗленӗ Надежда Кочкова, Екатерина Михайлова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Смирнова вара кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Марина Николаева, Виктория Александрова, Наталья Прокопьева, Алена Тимофеева хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӑхӑр медаль илнӗ.
Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Питӗрте темӗнле арҫынна тупнӑ. Вӑл Шупашкартан пулнине ӗнентерет. Унта ӗҫлеме кайнӑ та халӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнаймасть-мӗн.
Арҫынна ҫынсем подъездра асӑрханӑ. Вӑл кӑштах аташать те теҫҫӗ. Тупнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ та вӑл халь киле каяймасть.
Александра Богданова арҫын пирки тӗнче тетелӗнче пӗрремӗш пӗлтернӗ. Унпа вӑл калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Милова тӗнче тетелӗнче ҫак информацие курсан арҫыннӑн тӑванӗсене шыраса тупма шутланӑ.
Арҫын кашни виҫӗ минутран мӗн каланине урӑхла пӗлтернӗ. Анчах вӑл Шупашкарта Ленин урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннине тӑтӑшах каланӑ. Унӑн тӑванӗсене пӗлекенсене 77-81-12, 640-610, 36-52-62 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |